Международный День родного языка

С Международным днём родного языка!
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламлатпăр! Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă.
Пĕрремĕш хут ăна 2000-мĕш çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Çак уявăн тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси. Тĕнчере чи анлǎ сарǎлнǎ чĕлхе вǎл – Китай чĕлхи, унпа 650 миллион çын калаçать, вырǎсла – 200 миллион, чǎвашла – миллион та çĕр пине яхăн. Халǎх шучĕ миллионран иртсен çав халǎха йышлǎ, аслǎ халǎхсен шутне кĕртеççĕ. Пирĕн чǎваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сǎваплǎ, ырǎ ятлǎ.
Чăваш сăвви-юррине,
Атте-аннемĕр чĕлхине
Пуçа таяр, хисеплер,
Çÿлтен çÿле шав çĕклер!